Республикăра ăратлă выльăх-чĕрлĕх куравĕ иртрĕ
ИРТНĔ эрне кун, авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Шупашкар районĕнчи ăратлă выльăх енĕпе ĕçлекен “Чувашское” акционерсен пĕрлешĕвĕн территорийĕнче выльăх-чĕрлĕх уявĕ пулчĕ. Кунта республикăри пĕрлешÿллĕ ял хуçалăх организацийĕсенчен, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенчен, уйрăм çын тытакан хуçалăхсенчен - пĕтĕмпе хĕрĕх ытла - ăратлă ĕне выльăхсемпе сыснасем, сурăхсем, ытти йышши выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк, пулă илсе килнĕ. Вĕсен шутĕнче хальхи вăхăтра ялта сайра тĕл пулакан лашасем те, ашаксем те, путенесем те тата ытти те пур.
- Курав тĕллевĕ, - терĕ уява уçнă май ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев, - хуçалăхсем ăратлă выльăх ĕрчетес енĕпе мĕнле ĕçленине ыттисене кăтартасси, республикăри ял хуçалăх организацийĕсене çамрăк выльăх ытларах сутасси, ăратлă выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумайрах илесси, вырăнта паха апат-çимĕç хатĕрлессине ÿстересси.
Министр республикăри аграри секторĕнче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ еплерех аталанни, “АПК аталанăвĕ” наци проектне еплерех пурнăçа кĕртни çинчен каласа пачĕ. Лайăххипе пĕрлех ку ĕçре начарри те тĕл пулать-ха. Уйрăм хуçалăхсенче чикĕ леш енчен хаклă хакпа илсе килнĕ ăратлă выльăхсене йышпа ĕрчетес вырăнне, хăш-пĕр ертÿçĕ тимсĕрлĕхне пула, вырăнта ашлăх пусаççĕ е аш-какай комбинатне кайса параççĕ. Фермăсенче вара уксах-имшер выльăх çеç тăрса юлать. Сĕт-çу, сысна фермисенче кун пеккипе час-часах тĕл пулма тивет. Çавăн пек хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчен пысăк тăкак тÿсеççĕ. Ку вăл, палăртрĕ министр, ял хуçалăх аталанăвĕнче преступлени тунипе пĕрех.
Уява пухăннисене Словаки Республикинчен килнĕ Эмиль Лауко ăшшăн саламларĕ. Вăл - çак республикăри “Инсемас” компани пуçлăхĕ. Пирĕн республикăна ял хуçалăх отраслĕпе паллашма ятарласа килнĕ. Сăмах май, Чăваш тата Словаки республикисем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытса ĕçлеме килĕшÿ тунă. Çыхăнусем малалла аталанса пыраççĕ. Кăçал Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Словаки ял хуçалăх организацийĕсенче стажировкăра пулнă. Пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн кăмăллă пулнине палăртса академи ректорĕ Н.К.Кириллов хăнана Тав çырăвĕ пачĕ.
Куравра тĕпрен илсен республикăри ăратлă выльăх ĕрчетекен ял хуçалăх организацийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен, уйрăм çын тытакан хушма хуçалăхсен таса ăратлă ĕне выльăхсемпе сыснасем, сурăхсем, лашасем т. ыт. те пулчĕç. Пурĕ 52 ял хуçалăх организацийĕ хăйсен выльăх-чĕрлĕхне илсе килнĕ, çав шутра ăратлă выльăх ĕрчетекен 41 хуçалăхпа завод, сутлăх выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен 4 хуçалăх, 3 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ, уйрăм çын тытакан 4 хуçалăх. Çак хуçалăхсене уйрăмах палăртмалла: Шупашкар районĕнчи “Приволжское” вĕренÿ хуçалăхĕ /ăратлă ĕнесем/* “Прогресс” хуçалăх /лашасем, сурăхсем/. Хуçалăх ертÿçи В.И.Яковлев пĕлтернĕ тăрăх, кунта аллă ытла лаша, виç çĕр ытла сурăх тытаççĕ. Пурте сутлăх. Хуçалăха пысăк тупăш кÿреççĕ. Етĕрне районĕнчи “Родина” ЯХПК /сĕтлĕ ĕнесем, çулталăкра 6 пин килограмм ытла сĕт антараççĕ, тата пĕтĕлентернĕ пăрусем/, çак районти “Заветы Ильича”, “Пучах”, Шупашкар районĕнчи “Атлашевский”, Вăрнар районĕнчи “Янгорчино”, Патăрьел районĕнчи Ленин ячĕллĕ, Комсомольски районĕнчи “Восток”, Муркаш районĕнчи “Свобода”, “Оринино”, “Лидер”, Хĕрлĕ Чутай районĕнчи “Коминтерн”, Пăрачкав районĕнчи “Никулинский” хуçалăхсем ăратлă ĕне выльăх ĕрчетес енĕпе чăннипех пуян опыт пухнă.
Сысна ĕрчетессипе Шупашкар районĕнчи “Приволжское”, Элĕк районĕнчи “Новый путь”, Муркаш районĕнчи “Свобода”, “Герой”, “Чемеево”, Патăрьел районĕнчи “Звезда”, Вăрнарти аш-какай комбиначĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Кайăк-кĕшĕк ĕрчетекенсен хушшинче Вăрмарти, Муркашри, Канашри ăратлă чăх-чĕп фабрикисем, “Чăваш бройлерĕ” АУО, Шупашкарти чăх-чĕп фабрики пултаруллă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи “Света” фермер хуçалăхĕпе Шупашкарти инкубатор станцийĕ путене ĕрчетме ăста. Муркаш районĕнчи “Герой”, “Лидер” хуçалăхсен сурăхĕсене, Етĕрне районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăх янаварĕсене курава пынисем савăнса пăхрĕç.
Кăçалхи курава Патăрьел районĕнчи уйрăм çын тытакан хуçалăхран виçĕ ашак та хутшăнчĕ. Вĕсен хуçи каланă тăрăх, ку чĕр чунсене Чечняран виçĕ çул каярах илсе килнĕ, килти нимĕнле ĕçе те тиркемеççĕ вĕсем. Çĕр сухалаççĕ, хăйсен валли апат турттараççĕ, тислĕк кăлараççĕ...
Куравра ял хуçалăхне пулăшу паракан организацисем те - Мускавран, Екатеринбургран, Хусантан, Чулхуларан, Киров, Тюмень, Ульяновск облаçĕсенчен, Мари Эл, Тутарстан республикисенчен - хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç.
Курав вăхăтĕнче ял хуçалăх организацийĕсем ăратлă выльăх туянма 4 миллион, тĕрлĕ оборудованипе тивĕçтерме 3, 5 миллион тенкĕлĕх ытла килĕшÿ тунă.
Чи лайăх ăратлă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕкшĕн хуçалăхсене аттестатсем, укçан преми парса хавхалантарнă.
Леонтий АЛЕКСЕЕВ