Вырмапа пĕрлех – кĕр аки
Кĕр тулăхĕ тулă çитерет. Кĕркунне куракăн та капан пур, теççĕ. Анчах кĕр тулăх килтĕр тесен, ял ĕçченĕсен пайтах вăй хума тивет. Нимĕн те хăй тĕллĕн пулмасть-çке.
Акă, виçĕмкун Тушкилте, “Шимкусский” хуçалăхра, пултăмăр. Кунта тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсен пысăк пайне пухса кĕртнĕ. Ку вăл хăех 820 гектар. Çак шутран 319 гектарĕ – кĕр тыррисем. Пĕтĕмпе тушкилсен, бухгалтери отчечĕ тăрăх, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем 1409 гектар йышăнаççĕ. Анчах 172 гектарне списать тунă. Тырăсем пулса ĕлкĕреймен пирки хальхи вăхăтра вырмашкăн тăхтама тивнĕ. Çавăнпа эпир пулнă кун комбайнсем паркра ларатчĕç, уя тухман. Вăтам тухăç хуçалăхра кашни гектар пуçне 14 центнерпа танлашать. Çу каçа мĕн чухлĕ вăй хунине, тăкак тунине шута илсен, çакна пысăк тухăç тесе калаймăн ĕнтĕ.
|
Анчах хуçалăхра тухăçшăн кĕрешме пăрахмаççĕ. Хăшпĕр вăрлăхсене улăштарнă. Кĕр тыррисем тухăç аванрах панине шута илсе, ăна халĕ çитес çул валли 500 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Виçĕмкун тĕлне çурри ытла пулнăччĕ. Вăрлăхсене тăпрана кăткăс удобренипе пĕрле варăнтарса хăвараççĕ. В.А.Александров тĕп агрономпа пĕрле акаçăсем патĕнче пултăмăр. Виçĕ сеялкăллă агрегатпа акаççĕ. Агрегат пуçĕнче Беларус 1221 тракторпа – Владимир Маргушов механизатор. Виталий Николаев механизатор вăрлăхпа тивĕçтерсе тăрать. Пулăшаканĕсем – Валентин Емельянов, Юрий Петров, Валерий Александров. Тĕрĕссипе каласан, хăйсем хушшинче ĕçе пайласа тăмаççĕ вĕсем, тытаççĕ те тăваççĕ.
Анана Алексей Иванов дисклă сÿрепе кăпкалатнă. Александр Петров ăна тепĕр май сцепкăллă сÿресемпе тикĕсленĕ. Акнă лаптăксене катоксем кĕртнине каларĕ В.А.Александров тĕп технолог. Вĕсемпе, ирхине халăхран сĕт пухнă хыççăн, Николай Яковлев механизатор тухать хире.
Тушкилсем кĕркунне кĕрхи тулă ытларах акаççĕ. Çавăн пекех кĕрхи ыраша та, тритикале гибрида та вырăн панă хуçалăх уй-хирĕнче.
Ĕçе, техникăпа пулсан та, çын тăвать. Çавăнпа ĕçлекене чăрмантариччен ĕçекене чăрмантар тенине асра тытса, ака агрегачĕ патĕнче вăрах тытăнса тăмарăмăр, малалла çул тытрăмăр. Çапах та каласа çитерейменнине çитересех терĕмĕр. Комбайнсемпе тушкилсен Владимирпа Семен Алексеевсем, Николай Ивановпа Владимир Борисов тата Вячеслав Толстов тырă çапнă. Анчах инкек куçа курăнса килмест тенĕ пек, иртнĕ кунсенче В.Толстовпа ялта инкек пулса тухнă, ăна больницăна хунă, васкавлă операци тунă, терĕç.
Тушкилсем улăма та çийĕнчех пухса пыма тăрăшни сисĕнет: ăна е ура тăваççĕ, е рулонлаççĕ. “Паян нÿрлĕрех пирки çеç улăма рулонлама тухаймарăм-ха”, – терĕ, сăмахран, Виталий Константинов механизатор. Вăлах çывăх вăхăтра копалкăпа çĕрулми кăларассине пĕлтĕмĕр. Халĕ çĕрулми аврине çулаççĕ.
Фермăра та ĕçсем пыраççĕ, ĕне витинче реконструкци ĕçĕсем тăваççĕ, ун хыççăн çĕнĕ оборудовани, сумалли çĕнĕ аппаратсем вырнаçтараççĕ.
|
Малалла пирĕн çул Тенеяльне выртрĕ. “Новый путьре” те вырма вĕçленеймен-ха. Комбайнерсем паркрах, анчах çумăр çунă хыççăн тырă чĕрĕрех кĕресрен, çапма шутламан. Тулă юлнă çапмалли, викăпа сĕлĕ хутăшĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксене çапса илме шухăшлани çинчен те каларĕ хуçалăх председателĕ. Тырă тухăçĕ кăçал тенеяльсен те пысăк мар иккен – вăтамран 16 центнер ытларах. Çав вăхăтрах тритикале гибрид 32 центнер таран тухăç панă. Çавăнпа ăна кăçалхи кĕркунне пулас тухăç валли ытларах акса хăварасшăн. Эпир Тенеяльне çитнĕ чухне Валерий Андреев механизатор шăпах ăна акма кайма пуçтарăннăччĕ. “Паянхипе иккĕмĕш кун акатпăр”, – терĕ хастар механизатор. Унпа пĕрле Валентин Дмитриевпа Владислав Гурьев ĕçлеççĕ. Вăрлăхпа пĕрле, паллах, кăткăс удобрени те парса хăвараççĕ. Ю.Д. Александров ертÿçĕ каланă тăрăх, вĕсем кăçал кĕрхи тĕш культурисене иртнĕ çулхинчен ытларах акса хăварма палăртса хунă. Ку ĕç, асăнтăмăр ĕнтĕ, пуçланнă.
Хуçалăхра çавăн пекех сенаж малалла хываççĕ. Утă-улăма пĕтĕмпех рулонласа пресласа упраççĕ.
Хĕрарăмсем йĕтемре ĕçлетчĕç. Пыл аван пулнă хуçалăхăн, ăна сутса укçа тăваççĕ. Хальлĕхе кăларма пуçламан çĕрулмине хаклашма килнисем те пурччĕ. Хуçалăх, сăмах майăн асăнсан, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр те сутмалăх сахал мар лартса çитĕнтернĕ.
Çапла вара кĕр пуçтарать те, пулас тухăç никĕсне те хывать.
И.ГЛАДКОВ.
Сăн ÿкерчĕксенче: Тушкилти кĕр акинче – В.Александров тĕп агрономпа акаçăсем тата виçĕ сеялкăллă ака агрегачĕ; Тенеялĕнчи Валерий Андреев механизатор ака агрегачĕ патĕнче; йĕтемре тăрăшакан хĕрарăмсем.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕсем.