Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://agro.cap.ru/
Ҫулталӑкӑн юлашки уйӑхне кӗтӗмӗр. Ҫӗнӗ ҫулччен шутлӑ кунсем юлаҫҫӗ. Кун таврӑнас вӑхӑт ҫывхарать. Хресченӗн ҫитес ҫулхи тухӑҫ пирки шухӑшлама вӑхӑт. Вӑрлӑх хатӗрлеме, улӑштарса ҫӗнетме тытӑннӑ-и?
Ҫӗр ӗҫченӗн пурнӑҫӗ нихӑҫан та ҫӑмӑл пулман. Тыр-пула пуҫтарса кӗртнӗ ҫеҫ, - каллех ҫуркуннене аса илнӗ. Тӑрӑшуллисене ыранхи кун ыйтӑвӗ чӑнласах канӑҫ памасть. Вӑрнар районӗнчи "Хорнзор", "Знамя", "Мураты", "Победа" ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫуркунне акма палӑртнӑ пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхне кондицие ҫитернӗ. Комсомольски тӑрӑхӗнчи "Рассвет", "Нива", "Луч" пӗрлешуллӗ хуҫалӑхсенче пӗтӗм вӑрлӑха тасатнӑ. Муркашпа Етӗрне районӗсенчи Ильич ячӗллӗ, "Родина" хуҫалӑхсенче те акмалли тырӑ кондициллӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шӑмӑршӑ, Муркаш районӗсенчи "Нива", "Колос", Андреев ячӗллӗ, "Рассвет", "Хлебороб" предприятисем вӑрлӑх пахалӑхне пӗр хут та тӗрӗслеттермен.
"Мӗн акатӑн, ҫавӑ шӑтать", -тенӗ ялти ватӑ ӗлӗкех. Пысӑк тухӑҫ илесси вӑрлӑх пахалӑхӗнчен нумай килнине вӑл ҫултан-ҫул сӑнаса пӗтӗмлетнӗ. Шултра та йывӑр пӗрчӗллӗ тырра суйласа уйӑрас, ҫӳп-ҫапран таса-тас ӗҫе хӗл кунӗсенче пӗрремӗш вырӑна хунӑ. Паян вӑрлӑх таса-тас енӗпе республикӑра ҫӗре яхӑн звено ӗҫлет. Патӑрьел районӗнче - 14, Вӑрнарсен -12, Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче - 11, Йӗпреҫсен - 8. Ыттисенче -сахалрах. Ку ӗҫе пур район та хастар хутшӑнасса, ҫуркуннеччен вӑрлӑх пахалӑхне акма юрӑхлӑ шая ҫитерессе шанатпӑр.
Республикӑра хальлӗхе пӗр-чӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 45 пин тонна /91%/ тӗрӗсленӗ, вӑл шутра кондицие ларнӑ вӑрлӑх 22,3 пин тонна /50%/. Икӗ эрнере ӗҫ тухӑҫлӑхӗ 4% ҫеҫ хушӑнчӗ. Вӑрнар, Канаш, Красноармейски, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсем хастар. Кӑтартӑвӗ - 9-18% таранах. Ҫав хушӑра Элӗк, Хӗрлӗ Чутай, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫак тапхӑрта нимӗнле улшӑну та пулман.
Улатӑр, Элӗк, Куславкка, Красноармейски, Пӑрачкав, Вӑрмар тата Тӑвай районӗсенче ҫуркунне акма палӑртнӑ вӑрлӑхӑн 63-87% ҫӳп-ҫаплӑ. Асӑннӑ районсенче ятарласа хатӗрленӗ звеносем япӑх ӗҫлеҫҫӗ.
Вӑрлӑх пахалӑхӗн тӗрӗслевне чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫле-меллеччӗ. Куславкка, Канаш, Вӑрмар, Ҫӗрпӳ, Шӑмӑршӑ, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенче планпа пӑхнин 61-87% ҫеҫ тӗрӗсленӗ. Вӑрлӑх нӳрӗ, ҫуп-ҫаплӑ пулни, шӑтнипе шӑтманни вӗсене пачах та хумхантармасть пулас.
Республикӑри хуҫалӑхсенче нумай ҫул ӳсекен курӑк вӑрлӑхне тасатас енӗпе те япӑх ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 282 тонна тӗрӗсленӗ, кондицие ларни 36% ҫеҫ. Патӑрьел, Красноармейски, Пӑрачкав, Шӑмӑршӑ тата Елчӗк районӗсенче паха вӑрлӑх пӗр килограмм та ҫук. Ана ҫинчен пухса илни ҫум курӑк вӑррипе хутӑшнӑ, сортне ҫухатнӑ. Ӑна ҫывӑх вӑхӑтра тасатмасан пахалӑхӗ, шӑтаслӑхӗ нумай чакать е ҫитес ҫул ҫум курӑк ҫеҫ ҫитӗнтерӗпӗр!
Чӳк уйӑхӗнче "Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ" федераци патшалӑх учрежденийӗн Чӑваш Енри филиалӗ аккредитаци витӗр ӑнӑҫлӑ тухрӗ, малашне тӗп орган пулатпӑр. Хуҫалӑхсен патшалӑха сутмалли тыр-пула, выльӑх-чӗрлӗхе ҫитермелли ешӗл апата /утӑ, улӑм, силос, сенаж/, ҫӗр улмипе пахча ҫимӗҫе тӗрӗслеттерсе сертификат илме пирӗн пата килмелле. Хӑйсене хумхантаракан ыйтусен хуравне кунта тупма пултарччӑр тетпӗр.
Пирӗн филиал чӳк уйӑхӗн 26-27-мӗшӗсенче регионсен хушшинчи "Чӑваш Ен-Био 2009" курав-форума хутшӑнчӗ. Унта эпир хамӑр хатӗрлекен биологи препарачӗсене - планриз тата кӗвелӗк /унпа сенаж тата силос хатӗрленӗ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ/ -сӗнтӗмӗр. Хӑнасене хамӑр экспозиципе, опытпа паллаштартӑмӑр. Курав-форумра пирӗн ӗҫсене пысӑк хак пачӗҫ, дипломпа чысларӗҫ. Малашне регионсемпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленессе шанатпӑр.
Николай ЯКИМОВ,
"Раҫҫей ял хуҫалӑх центрӗ"
федераци патшалӑх
учрежденийӗн Чӑваш Енри
филиалӗн пуҫлӑхӗ