Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://agro.cap.ru/
Фермӑсенче ӗнесем пӑрулама хатӗрленнӗрен республикӑра юлашки вӑхӑтра сӗт сӑвасси чакас енне сулӑнчӗ. Анчах, хӗле хирӗҫ пулин те, уйрӑм хуҫалӑхсенче кӑтарту ӳсӗмлӗ. Етӗрне районӗнчи "Родина" операторӗсем юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне талӑкра кашни ӗнерен вӑтамран 18,1 кг сӗт сунӑ, ҫак кунсенче вара - 19,8 кг.
Вӑрнар, Комсомольски районӗсенчи "Янгорчино", "Рассвет" организацийӗсенче те лару-тӑру лайӑх.
Ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем кӑҫал выльӑх апачӗ ытлӑ-ҫитлӗ хатӗрленӗ. Апла пулсан ӗнесем чиперех хӗл каҫӗҫ, сӗт тухӑҫлӑхӗ те, тен, хӑпарӗ.
Юлса пыракан хуҫалӑхсенче сӑвӑм пӗр уйӑхрах сисӗнмелле чакнӑ. Патӑрьел, Муркаш, Улатӑр районӗсенчи "Родина", "Хлебороб", ЮЛ 34/8 ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗсенче ҫак кунсенче 2,6, 2,8, 4 килограмм ҫеҫ сӗт сӑваҫҫӗ. Уйӑх каялли кӑтарту 5,3, 5,1, 6 килогрампа танлашнӑ.
Шел, ял хуҫалӑх организацийӗсемпе фермерсен, уйрӑм ҫынсен те мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышӗ уйӑхсерен сахалланать. Куславкка тӑрӑхӗнче пӗлтӗр ҫак вӑхӑтра 544 ӗне пулнӑ, халӗ - 209 пуҫ ҫеҫ. Сӗнтӗрвӑррисен - 46%, Ҫӗрпӳсен 29% чакнӑ. Ҫавӑнпа вӗсен пӗтӗм сӗт хисепӗ те пӗчӗк.
Республикӑри малта пыракан ферма-комплекссем сӗт тухӑҫлӑхне, сутаслӑхне хушӑнтарнине пула ҫеҫ продукци туса илессин тата ӑна вырнаҫтарассин калӑпӑшӗ пӗлтӗрхи шайра е кӑштах ӳснӗ.
Валентин ГРИГОРЬЕВ