Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.02.Купӑста – савӑк кӑмӑл ҫимӗҫӗ ("Хыпар")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/

Грексемпе римлянсем купӑстана ӗлӗк-авалах пысӑк хак панӑ. Ӑна пур чир-чӗртен сиплекен эмел тесе йышӑннӑ. "Ку пахча ҫимӗҫ чуна ырӑлӑх, канӑҫлӑх, савӑк кӑмӑл кӳрет", - тенӗ Пифагор.

Вӑл хырӑмлӑх ҫӗрнинчен, чӗре чирӗнчен, хӑлха илтмесен пулӑшать, пуҫ ыратнине ирттерет. Холестерин шайне чакарать. Калори сахал пирки мӑнтӑрланма памасть /пӑспа пӗҫернӗ 100 грамм ҫимӗҫре -15 килокалори/. С витамин апельсинран та ытларах. Белокпа пур пахча ҫимӗҫрен те ирттерет. Ҫул ҫӳревҫӗсене цингаран ҫӑлать. Ҫавӑнпа ӑна Раҫҫейре те питӗ хисепленӗ. Хӗл каҫмалӑхах упрас, тӳсе йуҫӗтес ӗҫе йышпа пурнӑҫланӑ. Чӑн-чӑн уяв пулнӑ ҫакӑ вӗсемшӗн.

Купӑстана халалласа хаваслӑ каҫсем ирттернӗ. Чипер тумлӑ хӗрсем килрен киле ҫуренӗ. Шӳтлесе-такмакласа уяв сӗтелӗ хатӗрленӗ, тӑрӑшулӑхне-ӗҫченлӗхне кӑтартнӑ. "Хӑшне кин тума юрать-ши?"

-  сӑнанӑ кил хуҫисем. Ывӑлӗпе паллаштарнӑ. Килӗштерсен-ҫураҫсан кӗр мӑнтӑрӗпе туй кӗрлеттернӗ.

"Анне, эпӗ ӑҫтан тупӑннӑ?"

-  ыйтаҫҫӗ ачасем час-часах. Хаваслӑ каҫа аса илсе ҫамрӑк хӗрарӑм шӳтлесе те шахвӑртса:   "Купӑста  хушшинче",   -тесе хуравлать.

Тӗлӗнтермӗш пахча ҫимӗҫе халалласа мӗн тӗрлӗ юмах, такмак, тупмалли юмах шутласа кӑларман пулӗ?

Куславкка районӗнчи Кунерте иртнӗ пахча ҫимӗҫ фестивалӗнче ҫав кун купӑста ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ. Уяв пӗрремӗш хут Карачра иртнӗ. Тепӗр ҫул Куславккана куҫнӑ. Мероприяти пӗлтерӗшӗ, халӑх йышӗ ӳссех пынӑ. Кӑҫал республика шайне ҫитрӗ.

Фестивале ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - ял хуҫалӑх министрӗ Михаил Игнатьев хутшӑнчӗ. Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулне халалланӑ уява пухӑннисене ӑшшӑн саламласа уҫрӗ, производствӑра малашне те ҫитӗнусем сунчӗ. Кашни ҫемьех купӑста хӗл каҫмалӑх хатӗрленине, ӑна йӳҫӗтнине аса илчӗ. "Кирек ӑҫта ҫитсен те - ахаль столовӑя е ресторана - менюра купӑстаран хатӗрленӗ апат чылай, - терӗ Михаил Васильевич. - Экологи енчен таса, паха, сӗтеклӗ ҫимӗҫ вӑл. Пирӗн ҫӗр ҫинче йывӑр металсем ҫук, удобренипе те сахал усӑ куратпӑр. Ҫавӑнпа та  унпа  пӗр  шикленмесӗр тивӗҫлӗ усӑ курмалла". М.В.Ипнатьев хастар пуҫаруҫӑсене ку праҫнике ҫулленех йӗркелеме пултарнӑшӑн ӑшшӑн тав турӗ.

- Кунашкал уявсем кирлех, -  палӑртрӗ Куславкка район пуҫлӑхӗ   Иван   Майоров.   -Вӗсем манӑҫма тытӑннӑ ырӑ йӑласене  ҫӗнетсе  чӗрӗлме пулӑшаҫҫӗ. Купӑста тӑварлас-йӳҫӗтес ӗҫре асаннесен темиҫе хут тӗрӗсленӗ рецептне нимӗн те ҫитмест.

Куславкка тӑрӑхне хӑнасем Тутар, Мари республикисенчен, Мускав облаҫӗнчен килсе тӗлӗнчӗҫ. Ара, кунашкал праҫник Чӑваш Енре ҫеҫ иртет. Малашне вӑл анлӑрах сарӑлӗ, ытти региона та ҫитӗ.

Журналистсене те кӑсӑклантарчӗ ку ыйту. "Пахча ҫимӗҫ кунне Раҫҫей шайӗпе ирттерме вӑй ҫитерӗпӗр-ши?" -   ыйтрӗҫ Михаил  Игнатьев министртан. "Сирӗн шухӑшӑра   ырласа   йышӑнатӑп",   -килӗшрӗ Михаил Васильевич. Пирӗн тавар  пур енчен те тивӗҫтернине палӑртрӗ, анчах ӑна илемлӗ, илӗртуллӗ чӗркесе  хатӗрлеме   вӗренмелле. Туянакансем кӑмӑллӑ пулччӑр, ҫимӗҫ сентре ҫинче нумай вӑхӑт ан вырттӑр.

Уяв тӗллевӗ анлӑ. Ырӑ йӑла-йӗркене ҫӗнетсе чӗрӗлме ҫул парасси ҫеҫ мар, ял хуҫалӑх предприятийӗсене, фермерсене, уйрӑм ҫынсене продукцие вырӑнтах тирпейлеме пулӑшасси-вӗрентесси. Тавар  вырнаҫтарма  йывӑрланнӑ вӑхӑтра ҫакна тӗрӗс тунӑ утӑмпа танлаштармалла. "Пахча ҫимӗҫ кунне ирттерессине пуҫарса-йӗркелесе янӑ Василий Семенов хресчен /фермер/ хуҫалӑхӗ кӑҫал 170 тонна хӑяр, 250 тонна купӑста тӑварланӑ. Ӑна хӗлӗпех сутлӑха кӑларӗ. Унран тӗслӗх илсе ытти ҫимӗҫпе улма-ҫырлана та вырӑнтах тирпейлеме май пур. Анчах мӗн пуррипеҫит-ӗнтернипе тӗрӗс усӑ курма пӗлместпӗр. Хӑш чухне тонни-тоннипе сая яратпӑр. Кӑҫал садсенче тулӑх ҫитӗннӗ пан улми усӑсӑр мӗн чухлӗ пӗтрӗ!

- Хӑш лавккана кӗретӗн е пасара ҫитетӗн - йӑлт урӑх ҫӗршыв таварӗ. Хамӑрӑнне сентре ҫине мӗншӗн кӑлармалла мар? - тӗлӗнет Василий Николаевич. - Калӑпӑр, купӑста. Унра мӗн чухлӗ витамин! Пысӑк тухӑҫлӑ пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерес, ӑна тупӑшлӑ вырнаҫтарас ыйтусене ӑнӑҫлӑ татса парас тӗллевпе пахчаҫӑсен ассоциацине тумалла. Пӗр шухӑш-тӗллевлисен пӗрлӗхӗ кирлех.

Василий Семенов "Сельский погребок" предприятие ҫунат парасшӑн: вӑй хурса ҫитӗнтернӗ пӗр килограмм ҫимӗҫ те сая ан кайтӑр. Электрон презентацийӗ хатӗр. Лавккасемпе пасарсене ҫӗнӗ хуҫалӑхӑн продукцийӗ тухасса кӗтмелли ҫеҫ юлать.

Фестивале ачасем те хастар хутшӑнчӗҫ, алӑ ӗҫӗсен, укерчӗксен куравӗсене вырнаҫтарнӑ. Купӑстаран хатӗрленӗ "Чи тутлӑ ҫимӗҫ" курав-конкурс нумайӑшне тыткӑнларӗ.

"Камӑн чи йывӑрри" конкурсра Карачри Ирина Иванова ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫитӗнтернӗ купӑста пуҫӗ 9,4 кг тайрӗ.

Алӑпа ҫӗклесе пӑхсах ҫимӗҫ йывӑрӑшне тӗрӗс пӗлекенсем те тупӑнчӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинертен килнӗ Герман Боредский 20 грамм ҫеҫ йӑнӑшрӗ. Герман Станиславович пахча ҫимӗҫ ҫулсерен ҫитӗнтерет. Дна Вӑрмар, Куславкка пасарӗсенче сутать. 2007 ҫулта Вӑрмар районӗнчй "Чи лайӑх хушма хуҫалӑх" конкурс ҫӗнтеруҫи пулса тӑнӑ.

Черетлӗ ӑмӑрту - 5 минутра купӑста кам нумайрах турать? Хӗрсемпе пӗрле каччӑсем те тупӑшрӗҫ. Валерий Семенов /Куславкка районӗ, Катеркасси/ аллинче ҫӗҫӗ вылянать ҫеҫ. Инкесем 2-3 килограмм туранӑ вӑхӑтра вӑл 12345 грамм ваклама ӗлкӗрчӗ. Пуринчен те нумай. Шел, шултрарах. Наталья Ананьевӑпа Николай Торганов хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Купӑста тураса йӳҫӗтес енӗпе пӗлтӗр иккӗмӗш вырӑна тухнӑ хӗрсен ушкӑнӗ ҫӗнтерчӗ. Таня Иванова, Алена Ершова, Людмила Машорова - Карачран. Ҫак ялти каччӑсем иккӗмӗш вырӑнпа ҫырлахрӗҫ.

Мала тухнисем парнесене тивӗҫрӗҫ.

Валентин ГРИГОРЬЕВ



Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика