Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.11.28.Выльăх-чĕрлĕх пăхмасăр пулмасть ("Çĕнтерÿ çуле")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
Ял хуçалăх организацийĕсем халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă продукципе тивĕçтерес тесе ырми-канми тăрăшаççĕ. Уй-хир ĕçченĕсемпе пĕрлех выльăх пăхакансем те яваплăха туйса тимлеççĕ. Районта выльăх-чĕрлĕх отраслĕ мĕнле аталанса пыни çинчен каласа пама райадминистрацин ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалистне Георгий Павлович Романова ыйтрăмăр.
- Район аграрийĕсем кăçалхи вунă уйăхра выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассипе мĕнле ĕçлерĕç;
- Район аграрийĕсем йывăрлăхсене пăхмасăр выльăх-чĕрлĕх отрасльне хăвăрттăн аталантарассипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсем 1920 тонна аш-какай туса илсе сутнă. Ку вăл пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 18 тонна нумайрах. «2008-2012 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцин чĕртаварпа апат-çимĕçĕн рынокĕсене йĕркелесе тăрасси çинчен» приоритетлă патшалăх программине пурнăçланă çĕре пысăк тÿпе хываканĕ - Вăрнарти аш-какай  комбиначĕ. Кунта 2009 çулхи вунă уйăхра  усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 234 центнер аш туса илнĕ. Ĕç кăтартăвне ÿстерсе пынăшăн, экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци туса кăларнăшăн аш-какай комбиначĕ кăçал республикăн дипломне тата укçан премие тивĕçнĕ. Паллах, Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче ытти  хуçалăхсен тăрăшулăхне те палăртмалла. К.Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсенче те, «Родник», «Кольцовка», «Агрохмель» агрофирмăсенче те аш туса илес енĕпе  çак тапхăрта ÿсĕмлĕ ĕçленĕ.
Ял хуçалăх организацийĕсенче пурĕ 2271 пуç ĕне тытаççĕ. Вунă уйăхра вĕсенчен 7642 тонна сĕт суса илнĕ. Ку вăл иртнĕ çулхи майăн 110 проценчĕ.
«Янгорчино», «Мураты» кооперативсенчи, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи сĕт-çу фермисем тухăçлă ĕçлеççĕ. Ку предприятисенче кашни ĕнерен 4563 - 4573 килограмм сĕт суса илнĕ.
Выльăх кĕтĕвне çĕнетессипе тимлесен тупăш ытларах илме пулать. 2006-2009 çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсем ăратлă выльăх-чĕрлĕх 731 пуç туяннă. Çав шутран 376 пуç  мăйракаллă шултра выльăх, 342 пуç сысна, 42 пуç сурăх тата 13 пуç лаша. 228 пуç ăратлă выльăха хаклă хакпа сутнă. Анчах та  паянхи кун выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç пур хуçалăхра та кал-кал пымасть: «Гвардеец», «Правда», «Броневик», «Хорнзор», «Знамя», «Аник» предприятисенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пырать. Ертÿçĕсен хуçалăх тилхепине çирĕпрех тытмалла. Паллах, хальхи вăхăтра хресчен сĕт хакĕ йÿнĕ пулнипе кăмăлсăр. Анчах йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмалла мар. Сĕт рынокĕнче те лару-тăру улшăнĕ.
- Выльăхсене хĕл лайăх каçарас, вĕсен йышне ÿстерес тесен апат бази çирĕп пулмалла.
- Хĕл хырăмĕ пысăк теççĕ. Районĕпе илсен кашни условнăй выльăх пуçне 24,1 центнер апат единици хатĕрленĕ. 2008 çулта ĕç кăтартăвĕ 23,7 центнерпа танлашнă. Уйрăм хуçалăхсенче апат бази çирĕп пултăр тесе тĕллевлĕрех ĕçленĕ. Акă Карл Маркс ячĕллĕ, «Знамя», «Янгорчино», «Родник», «Кольцовка», «Агрохмель», «Хорнзор», «Мураты» предприятисенче кашни выльăх пуçне 30 центнер ытла апат единици хатерленĕ.
Кăçалхи вунă уйăхра «Кольцовка», «Агрохмель», «Родник» агрофирмăсенче, Вăрнарти аш-какай комбинатăн хушма хуçалăхĕнче, «Мураты» кооперативра мăйракаллă шултра выльăх йышĕ ÿснĕ.
- Кредитпа усă курмасăр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре ÿсĕм тума йывăртарах пулĕ.
-Укçа-тенкĕ çитмесен ял хуçалăх предприятине малалла аталантараймăн. Çавăнпа кредит ресурсĕсемпе туллин усă курмалла. Малашлăхшăн тăрăшкан ял хуçалăх организацийĕсем «Агропромышленноç комплексĕн аталанăвĕ» наци проектне (халĕ ăна малалла пилĕк çуллăх программа тăсать) пурнăçа кĕртме хастар хутшăнса çăмăллăх кредичĕсене тивĕçрĕç. Укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курчĕç: выльăх-чĕрлĕх фермисене тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, çĕнĕ оборудовани вырнаçтарчĕç, ăратлă выльăх, техника туянчĕç. Хальхи вăхăтра «Родник», «Кольцовка» агрофирмăсенче, «Мураты» кооперативра ĕнесене ятарлă залсенче сăваççĕ. Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи, «Броневик», Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооперативсенчи фермăсенче сĕт пăрăх тăрăх тÿрех холодильнике пуçтарăнать. 2006-2009 çулсенче аграрисем кивçен укçа 166,5 миллион тенкĕлĕх илнĕ, çав шутран çăмăллăхлă кредитсем - 129,8 миллион тенкĕ.
Аш-какай комбиначĕ, Карл Маркс ячĕллĕ, «Янгорчино» кооператив хăйĕн укçи-тенкипе те анлă усă кураççĕ.
- Хуçалăх тĕрекĕ - ĕçчен те тăрăшуллă çынсем. Хăш хуçалăхсенче вăй хуракансем пуринчен хастар пулчĕç;
- Ĕç çынна мухтава кăларать. Акă «Янгорчино» кооперативри Ирина Няга, Алевтина Тарасова, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи Альберт Фомин, Лилия Машкова, Галина Семенова, Ирина Алексеева, «Мураты» кооперативри Надежда Волкова, Надежда Рубцова ĕне сăвакан операторсем - чи пултаруллисем. Вĕсем районта - ырă ятра. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес, аш-какай туса илес çĕрте «Кольцовкăри» Андрей Ерошин, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хушма хуçалăхĕнчи Людмила Васильева, Мария Николаева, Вера Нейтронова, Лариса Михайлова, «Янгорчино» кооперативри Нина Кириллова кăçал пуринчен ытларах тăрăшрĕç. Ĕçлĕ ăмăртура мала тухнисем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăччăр.
Е.ТИКИНЕВА


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика