Министерство сельского хозяйства Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Архив

2009.12.23.Ăста агроном ("Çĕнтерÿ çуле")

Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта - http://agro.cap.ru/
«...Хаваслă кĕтес! Сывлать вăл кал-кал...
Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман.
Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал
Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман...» -
тенĕ Çемен Элкер «Хĕн-хур айĕнче» поэмăра Кушлавăш тăрăхĕ пирки. Шăпах çак илемлĕ ялта çуралса ÿснĕ ăста агроном Виталий Михайлович Юркин. Кушлавăшри шкулта 5 класс таран вĕреннĕ хыççăн Кульцавалла çул такăрлатнă. Кунта 8 класс пĕтернĕ.
Витюка пĕчĕк чухнех тăван тавралăх илемĕ тыткăнланă. Вăл аслă вăрманта çÿреме кайăк-кĕшĕк юррине каçăхса кайсах итлеме юратнă. Каникул вăхăтĕнче ял хуçалăх техникумĕн уй-хирĕнче тăрăшнă.
Витя килти хуçалăхра та ĕçлеме юратнă. Ашшĕпе пĕрле пан улмин, сливăн, хурлăханăн, йĕплĕ хурлăханăн, сырланăн тата ытти культурăн тĕрлĕ сорчĕсене çитĕнтернĕ.
«Ун чухне эпĕ çиччĕмĕш класс ачиччĕ-ха. Арбуз парникре çитĕнтерме шутларăм. Тăрăшни харама каймарĕ. Кĕркунне çемйипех арбуз çисе савăнтăмăр», - ăшшăн аса илчĕ Виталий Михайлович.
Хресчен чунĕллĕ çамрăк шкултан вĕренсе тухсан Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче ăс пухать. Мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă специалист кĕçех ял хуçалăх техникумĕнче бригадирта вăй хума тытăнать. 1978-1980 çулсенче Хĕрлĕ Çар ретĕнче тăрать. Салтак аттине хывсан пĕр çул ял хуçалăх техникумĕнче тимлет. 1981-1983 çулсенче Шупашкарти «Электроприбор» заводра литейщик, слесарь пулса вăй хурать.
Тăрăшуллă специалиста ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе тимлекен Йĕпреç районĕнчи станцин агрономĕ пулма шанаççĕ. Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен теççĕ. Çак ăслă сăмахсене асра тытса Виталий Михайлович Санкт-Петербургри ял хуçалăх институтĕнче квалификацие ÿстерет. 1987 çулта ăна Йĕпреç районĕнчи ÿсен-тăрансене хÿтĕлес енĕпе тимлекен станцин пуçлăхне лартаççĕ. 1990 çулта Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухать, ученăй агроном специальноçне алла илет.
Виталий Юркин ял хуçалăх отраслĕ валли специалистсем хатĕрлессипе те сахал мар тăрăшнă.
Агроном массăлллă информаци хатĕрĕсемпе тачă çыхăну тытать. Унăн статйисем Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин тата ÿсен-тăрансене хÿтĕлессипе ĕçлекен специалистсен, ученăйсен, практиксен Раççейри пĕрлешĕвĕн журналĕсенче, Йĕпреç районĕн хаçатĕнче тăтăшах пичетленеççĕ.
Тăрăшуллă, пуçаруллă çын яланах хисепре. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата агропромышленность комплексне аталантарнă çĕре пысăк тÿпе хывнăшăн Виталий Юркина 2005 çулта Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
Малалла вулакансене Виталий Юркинăн статйипе паллаштаратпăр.
 
 
Специалист канашĕ
Çĕр улмин тухăçĕ пысăк пултăр тесен
Хресченĕн мĕн акатăн, çавă шăтать тенине яланах асра тытмалла. Голландири çĕр улми  вăрлăхĕ пахалăхлă пулсан та климат уйрăмлăхĕсене пула пирĕн тăрăхра лайăх тухăç памасть: ăшă çанталăк час-часах пулманнине çĕр улми паранкисем пулса çитеймеççĕ. Çавна пула вĕсем япăх упранаççĕ, бактери чир-чĕрĕсем те хăвăртах ереççĕ. Кунсăр пуçне ют çĕршывран кÿрсе килнĕ «иккĕмĕш çăкăра» фитофтороз ан сиенлетĕр тесен ăна 8-10 хутчен (!) фунгицидсемпе им-çамламалла. Çакă вара çимĕçĕн хăйхаклăхне ÿстерет, тăкак кÿрет. Хамăр тăрăхра туса илнĕ вăрлăха вара фитофторозран 2-3 хутчен кăна им-çамламалла.
Пĕтĕмĕшле каласан çĕр улми лартса тăвас ĕçре тупăш илес тесен паха вăрлăх, хăватлă ял хуçалăх техники кирлĕ, уй-хире гербицидсемпе им-çамламалла, технологи дисциплинине çирĕп пăхăнмалла. Çĕр улми туса илес ĕçре КСМ-4Асажалка, КВФ-4 культиватор, касă тăвакан КФК-2,8 агрегат, ККУ-2А комбайн, ОП-2000 опрыскиватель тата ытти ял хуçалăх техникине усă курма пулать.
Фрезерланă анара çĕр улми лартасси. Тăпран тытăмĕ мĕнлине пăхмалла: çăмăл йышши пулсан вăрлăх хывмалли ана тарăнăшĕ 8-12 см, вăтам тата йывăр йышши-тăк - 6-8 см кирлĕ. Çĕр улми калчи вăрăмланса каясран вăрлăх лартнă хыççăнхи касă (гребень) çÿллĕшĕ 12-14 сантиметртан иртмелле мар. Пысăк çĕр улми паранкисене касма юрамасть, вĕсем хушшине пысăкрах хăвармалла.
Касă çырмалли чи лайăх вăхăт - çĕр улми лартнă хыççăн иккĕмĕш эрне вĕçĕ тата çĕр улми  калчисем тухма пуçлани. Касă параметрĕсем - çÿллĕшĕ 22-24 см, тĕпĕн сарлакăшĕ - 70 см, тăррин - 10-12 см.
Çĕр улми лартнă хыççăн 6-8 кунтанах ретсене кăпкалатса тухмалла. Çапла майпа çумкурăксене 80-90 процент таран пĕтерме пулать. Çĕр улми те лайăхрах ÿсет. Хыççăн тепĕр 6-8 кунтан ретсене каллех кăпкалатмалла. Мĕншĕн тесен çумкурăксем аталансах пыраççĕ. Çĕр улми шăтса тухиччен пĕр 3-5 кун маларах тăпрана гербицидпа пĕрĕхтермелле.
Лайăх тухăç илес тесен çĕр улмин чир-чĕрĕпе - фитофторозпа, ризоктониозпа, макроспориозпа, бактериозпа - тĕллевлĕн кĕрешмелле. Профилактика мероприятийĕсем ирттерни чир-чĕре тăпрара тата вăрлăх çинче пĕтерме пулăшать. Лартмалли çĕр улмине пахалăхлине кăна илĕр, диаметрĕ - 3,5 сантиметртан сахал ан пултăр.
Пăрçа йышши культурăсем, кĕр тыррисем, рапс, соя, нумай çул ÿсекен курăксем çĕр улмин чирĕсене пуçарса яракансене тăпрара ĕрчеме памаççĕ, çĕр пулăхне ÿстереççĕ. Çавна шута илсе çак ÿсен-тăрансем хыççăн «иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерни вырăнлă.
Паллах, минераллă удобренисемпе усă курмасăр вăйлă тухăç пулмасть. Азота, фосфора, калие 1:1,5:2 чухлĕ илмелле. Куратăр пулĕ, азот сахалтарах кирлĕ. Мĕншĕн тесен çак удобрение ытларах илсен ÿсен-тăран чир-чĕрпе кĕрешеймест. Удобренисем микроэлементсемпе пуян пулмалла.
Ÿснĕ чух çĕр улмие фунгицидсемпе им-çамламалла. Кунсăр пуçне ĕççи пуçланиччен вăрлăх участокĕсенче чирлĕ çĕр улмисене паранкисемпе пĕрле кăлармалла.
«Иккĕмĕш çăкăрăн» сиенçисем шутне уйрăмах - колорадо нăррине, тымар хуртне кĕртмелле. Колорадо нăррисене тата вĕсен хурчĕсене тĕп тума нумай препаратсем пур. Тымар хурчĕсем ытларах чухне шурут ÿсекен çĕр лаптăкĕсенче нумай. Çавна май агротехникăна пăхăнса кĕркунне тата кĕркунне çĕре лайăх сухаласа хăвармалла. Хими препарачĕсене те - базудина, диазанона, фосфалида - тăпрана хывни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
В.ЮРКИН.


Минсельхоз России Институт конъюнтуры аграрного рынка Анализ российских аграрных рынков   Журнал Агробизнес Крестьянские ведомости АПК-Информ Межрегиональная торговая система Зерно Зерно Он-Лайн Все сайты Чувашии
  КУП ЧР   ГУП ЧР Чувашхлебопродукт ЧГСХА Гостехнадзор Чувашии Федеральный центр сельскохозяйственного консультирования      


Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика