ЯЛ çынни нихăçан та выльăх-чĕрлĕх усрамасăр пурăнман: ватăсем те, ĕне тытаймасан та, картара качака та пулин сасă панă. Чукал ял поселенийĕнчи ялсенче те йышлă выльăх усракансем чылайăн. Çĕнĕ Чукалти А.Андреев ку тĕлĕшпе пуриншĕн те ырă тĕслĕх.
Анатолий Николаевич хуçалăхĕнче халĕ виçĕ ĕне, ултă пăру. Ама сыснасем те ĕрчетет вăл, вĕсене çăвăрлаттарать. Паянхи кун унăн килĕнче ăратлă икĕ ама, çурасем вуннă ытла.
Çак ялти И.Ильичева та мухтамалăх пур. Иван Ильич тăватă ĕнепе виçĕ пушмак пăру, ултă çамрăк пăру усрать. Чăннипех пĕчĕк кĕтÿ мар-и вара; Кунсăр пуçне унăн сыснасем те йышлă.
Вырăс Чукалĕнчи В.Губанов та выльăх-чĕрлĕхсĕр пурăнаймасть. Пĕр лаша, икшер пăрупа ĕне усрать Вячеслав Алексеевич.
Улмаллă ялĕнче те выльăх усрама, çулла кĕтÿ çÿретме пур условисем те çителĕклĕ: сарлака улăхсенчи ешĕл курăк выльăхсене çитерме çеç мар, хĕл валли утă хатĕрлемелĕх те çителĕклĕ. Кунта пыл хурчĕсемшĕн те чăн-чăн ырлăх – «вĕлле хулисем» çине-çинех тĕл пулаççĕ. Çак ялти Н.Бондарев çут çанталăк ырлăхĕпе туллин усă курма тăрăшать. Икĕ ĕне, пĕр пушмак пăру, пилĕк сурăх Николай Геннадьевичăн. Сынасемпе вĕсен çурисем те йышлă, чăх-чĕппе хур-кăвакал те пайтах.
Сăмах май, хальхи вăхăтра Чукал ял поселенийĕнчи ялсенче лашасем 29 пуç, мăйракаллă шултра выльăхсем 348 пуç, сыснасем 439, сурăхсем 428 шутланаççĕ. Чăх-чĕппе хур-кăвакал вара виçĕ пин пуçа яхăнах. Вĕллесене илес пулсан, вĕсем паянхи кун тĕлне 167. Качака тытакансем те пур, вĕсем – вуннăн. Кроликсен йышĕ те ÿссех пырать.
В.БИБУКОВА.