Внимание!
Эта страница из архивного сайта. Информация может быть не актуальной.
Адрес нового сайта -
http://agro.cap.ru/
Лина ТРОФИМОВА
Пирӗн ҫӗршывӑн аталанӑвӗ аграри тытӑмӗпетачӑ ҫыхӑннӑ, мӗншӗн тесен ӳсӗмӑнӑҫун тӗл никӗсӗ - нимӗнле хакпа виҫме ҫук пуянлӑх шутланакан ҫӗр-аннемӗр. Чӑваш Ен аталанӑвӗнче ялта пурӑнаканӑн тӳпи пысӑккине палӑртас тӗллевпе республикӑра Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ иртрӗ. Усӑ курмасӑр юхӑнса выртакан ҫӗрсене пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртессине Президент хӑй тӗрӗслесе тӑма пуҫларӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫак отрасле патшалӑх енчен хушма пулӑшу - 278,2 млн тенкӗ -уйӑрасшӑн. Ҫав шутра тыр-лула страхламалли тӑкаксем -120,6, уйрӑм ҫынсем хушма хуҫалӑх валли илнб ҫӑмӑллӑх кредичӗсен проценчӗсене субсидилеме -113,3, химизаци хатӗрӗсем туянма - 44 млн тенкӗ.
Экономикӑна аталантарасси ял хуҫалӑх продукцийӗ туса илессин калӑпӑшне тӗпрен ӳстерессипе ҫыхӑннине палӑртса Чӑваш Ен ертӳҫи ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура пысӑк тӗллев лартать: ҫулталӑкне 1 млн тонна тырӑ тата ҫавӑн чухлех тымар ҫимӗҫ туса илмелле. Ҫакӑ хальхи кӑтартусенчен икӗ хут пысӑкрах. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе /кунта уйрӑм ҫын хуҫалӑхӗсене те шута илнӗ/ 573 пин тонна тӗш тырӑ, 18,8 пин тонна сахӑр кӑшманӗ, 809,8 пин тонна ҫӗр улми, 109,5 пин тонна ытти пахча ҫимӗҫ пухса кӗртнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан тыр-пул туса илесси 8,5% ӳснӗ, чӑвашсен "иккӗмӗш ҫӑкӑрӗ" - 3,6%. Сӗт суса илесси ӗне пуҫне 300 килограмм хушӑннӑ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑхусрасси 3,6% чакнӑ, сысна самӑртасси 10,5% ӳснӗ. Тепӗр ырӑ улшӑнӑва та асӑнам-ха: Юҫул каяллахушмахуҫалӑхриӗнесем 10-13литртак ытларах сӗт антарайман, халӗ чылайӑшӗ 20 литртан кая мар сӑвать. "АПК аталанӑвӗ" наци проекчӗ пурнӑҫа кӗме тытӑннӑранпа ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе пӗрлех хресчен хуҫалӑхӗсем те ҫӑмӑллӑх кредичӗ илсе ҫӗнӗ ферма ҫурчӗсем турӗҫ, кирлӗ техника туянчӗҫ, ҫӗрпе ӑнӑҫлӑ усӑ курма хӑнӑхрӗҫ.
Ҫапах хальлӗхе ял хуҫалӑхӑн пур отраслӗ те аталану ҫулӗ ҫине тӑнӑ теме иртерех-ха. Аграри тытӑмӗнчи ҫитменлӗхсем - выльӑх-чӗрлӗх апачӗн никӗсӗ, ҫурт-йӗрпе оборудовани кивелни, зоотехникӑпа ветеринари службисем япӑхланни, ӑратлӑхпа селекци ӗҫӗсене йӗркеллӗтуса пыманни. Специалистсен професси ӑсталӑхӗ чакни тата "яла аталантарасчӗ" текен ҫирӗп шухӑшпах аслӑ шкула ҫул тытакан ҫамрӑксем алла диплом илсен хуларах тӗпленни те лару-тӑрӑва ҫивӗчлетет. Аслӑ тата ятарлӑ вӑтам шкулсем ҫулленех агроном, зоотехник, ветеринар, инженер нумай вӗрентсе кӑлараҫҫӗ пулин те ялсенче специалистсем ҫитмеҫҫӗ. Пыл хурчӗ те йӑвине манмасть, этем хӑй ҫуралса ӳснӗ килтен, тӑван ҫӗртен писнине мӗнле ӑнланмалла? Халӑх пурӑнакан кашни яла хытӑ сийлӗ ҫулсем, газ илсе ҫитерни те, кнтернетпа ҫыхӑнтарнӑ тӗслӗх библиотекӑсене, культура центрӗсене, ҫемье врачӗн офисӗсене, спорт комплексӗсене хута яни те, "Таса шыв" приоритетлӑ проектпа ҫине тӑрса ӗҫлени те, ҫӑмӑллӑх кредичӗпе усӑ курма май пурри те яш-кӗрӗме яла илӗртмест...
Тӗрӗссипе, эпир, ҫамрӑксем, профессие чун туртнипе суйлама пӗлместпӗр. Дҫта вӗренме кӗмешкӗн май пур - ҫавӑнта ҫул тытатпӑр. Кайран вара педуниверситета хӗрлӗ дипломпа пӗтернӗ хӗр те вӗрентекенре мар, сутуҫӑра ӗҫлеме килӗшет. Ҫамрӑк агроном уй-хирте тухӑҫлӑ культурӑсем ҫитӗнтерме хӑйӗн ӑсхакӑлпа пултарулӑхӗ ҫитеймесрен шикленсе тата пилӗк авма ӳркенсе тӑван ҫӗртен писет. Анчах компьютер умӗнче ларнипех тыр-пул ӳстерме, сӗт-ҫу, аш-какай туса илмеҫукҫке...
Паян ура ҫинче ҫирӗппӗн тӑракан хуҫалӑх та сахал мар республикӑра. Унта вӑй хуракансен ӗҫ укҫине хула ҫыннисем те ӑмсанӗҫ, Сӑмахран, Муркаш районӗнчи Ильич ячӗллё хуҫалӑхра ӗҫлекенсене шалу ҫумне преми хушса хавхалантарасси, отпускшӑн тивӗҫлӗ тӳлесси йӑлана кӗнӗ. Ман шутпа, халӑха тӑрантаракан ҫын профессийӗнчен хисепли тӗнчере урӑх ҫук. Мӗн каласси пур, этеме кашни кунах апат-ҫимӗҫ кирлӗ, ҫӑкӑр вара йывӑҫ ҫинче ӳсмест. Асаплӑ пулин те пархатарлӑ та сӑваплӑ вӑл - ҫӗр ӗҫӗ, пурне те пурнӑҫпа ырлӑх паракан тусанлӑ та тарлӑ ӗҫ. Мӗн пӗчӗкрен колхоз уй-хирӗнче пиҫӗхсе ӳснӗ пиччем трактор рулӗ умӗнче талӑкӗпех "сиксе ҫӳреме" хатӗрринчен те тӗлӗнми пултӑм. "Тимӗр урхамах" ҫинче 20 ҫула яхӑн "ярӑнать" вӑл. Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранах унталл а чӗнет, уй-хирте кӗрлекен трактор шӑвшавне вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн, чи чаплӑ кӗвӗрен те илемлӗрех илтӗнекен ҫак сасса хирӗҫ ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан урӑх хӑш професси илӗрттӗр?
Ялта вӑй хуракансене сума сӑвас тӗллевпе кӑҫал ЧР Ял хуҫалӑх министерствипе Чӑваш наци конгресӗ йӗркеленӗ "Чӗре кӗввисем" ятлӑ 9 телетӗпел иртрӗ. Унта хутшӑнакансен шухӑш-кӑмӑлӗпе "ЧХ" вулакансене паллаштарсах пытӑмӑр. 8-мӗш тӗл пулӑва эпӗ те ҫитсекуртӑм.
Ӗҫлекене хисеплеме пӗлекен пуҫлӑхсем, ҫӗраннемӗр ҫине хуҫа кӑмӑл-туйӑмӗпе пӑхакан хастар пуҫаруҫӑсем йышланнӑ май аграри тытӑмӗ пӗр вырӑнта чӑхӑмласа тӑмӗ-ха. Ял ҫыннин паха продукцийӗ хӑйӗн тивӗҫлӗ хакне тупсан ҫӗр ӗҫченӗн хавхаланӑвӗ пушшех ӳсӗ. Тертлӗ ҫак ӗҫ пысӑк тупӑш кӳнине туйса илсен ҫамрӑксем те яла таврӑнӗҫ. Ун чухне Президент палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама та ҫӑмӑлрах пулӗччӗ.